Аслă çěнтерӳ çитни 72 çул çитрě. Çак калама çук пысăк уява чыслама Чутейре вěренекенсемпе вěрентекенсем, ял халăхě, тылпа вăрçă ветеранěсем пуçтарăнчěç. «Священная война» юрăпа Раççей тата Çěнтерӳ ялавне парад форми тăхăннă шкул ачисем йăтса кěчěç. Тăван çěршывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса пěр минутлăх шăплăх тăчě. Пуçтарăннисене ăшшăн саламлама Чутей ял тăрăхěн пуçлăхě Г.П.Куклов сăмах илчě. Тăвай район администрацийěн представителě Ширяев С.Н. пурне те уяв ячěпе саламларě. Уява тăсса М.Козловăпа К.Мясникова ертсе пыракансем ăшă та хумхануллă сăмахсем каларěç. Л.Михайлова, Е.Рожкова, В.Куприянова, К.Шамбулина Çěнтерӳ çинчен юрă шăрантарчěç. Уяв вěçленсен «Вилěмсěрлěх полкě» паттăрсен палăкě умне венок, чечек çыххисем хучě, кашни ача тав сăмахěпе пуç тайрě.