Ветерансене – парне

Тăван çĕршывăн Аслă  вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çывхарать. Çавна май Чутейри вăтам шкулта 4-8-мĕш классенче вĕренекенсем вăрçă тата тыл ветеранĕсене Çěнтерÿ уявне пĕрле ирттерме  чĕнсе  йыхрав хучěсем хатĕрлерěç. «Ăсталăх» кружок ертÿçи  Л.Г.Краснова занятисенче сувенирсем, панносем,  чечексем тума вěрентрě. Унăн вěренекенěсем оригами техникипе усă курса пĕчĕк панорама ăсталарĕç,  хатĕр ĕçĕсене шкулти выставкăна тăратма шутларĕç. Чи тăрăшуллисене  палăртас килет: Валерия Куприянова, Лиана Иванова, Евгения Рожкова, Кристина Яклашкина , Дима Орлов, Герман Никитин, Данил Самарин  (6 кл.), Станислав Цырульников, Яков Кабартов, Саша Петров  (7 кл.), Вика Краснова, Карина Самарина, Лина Васильева  (4кл.), Таня Титова  (2кл.). Ҫавăн пекех тата шкул ачисем Çĕнтерÿ уявěнче  ветерансене сăвă-юрăпа саламлама хатĕрленеççĕ.

Л.Михайлова