Чăннипех те маттур

Чутейре пĕрремĕш класран пуçласа тăваттăмĕшне çитиччен «5» паллăпа çеç вĕренекенсенчен пĕри - Вика Краснова.  Пĕр класрисем те унпа мăнаçланаççě.   Тавракурăмě пысăк унăн. Куç ан ӱктěр те, чăннипех те маттур вăл. Ҫакна тěслěхсемпе те çирěплетме пулать.

      Виктория çулсерен районта  иртекен тĕрлĕ конкурссене - тĕпчев ĕçĕ-и, ÿкересси – и, юрласси - и –хутшăнса темиçе хут та çĕнтерÿçĕ пулса дипломсем илме тивĕçлĕ пулнă.

     Сасси те питĕ çепĕç унăн 2013 çултанпа «Тăвай çăтăрĕсем»  конкурса   малтисен хушшинче. Викăна килĕшекен ĕç нумай: ÿкерме, çĕлеме, çыхма  ăста.  Çут çанталăкăн чи çывăх тусĕ вăл. Уйрăмах алла вĕреннĕ  кăсăясем  хĕр ачана савăнăç кӱреççĕ. 

     Ун çинчен класс ертӱçи Алина Николаевна Орлова та ырă сăмахсем çеç калать: «Викăпа мĕн пĕчĕкрен, шкул çулне çитмен чухнех пĕрле ĕçле пуçланă. Пĕр кун та ним сăлтавсăр  шкултан юлса курман. Лăпкă, сăпайлă, пур ĕçре те хастар,  класри ачасем те унăн татăклă сăмахĕпе килĕшеççĕ.

Пěлтěр вырăс чĕлхипе районта  иртнě олимпиадăра  пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрсе шкул, район чысне хÿтĕлерĕ. Космонавтика кунĕнче «Космос зовет» ăс-тăн вăййинче (20 ыйтуллă викторинăра) пĕрремĕш вырăна тухрě».  

     Вĕренÿри, пурнăçри çитĕнĕвĕсемшĕн пуринчен ытла  амăшне Любовь Геннадьевнăна  тата хăйне вĕрентекенсене тав тăвать.

Л.Михайлова, Чутей ялĕ