Сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан уйăхлăхра ачасемпе урокра та, класс сехетĕнче те çын пурнăçĕнче чи кирли сывлăх тесе палăртатпăр. Çиччĕмĕш класс ачисемпе черетлĕ занятире «Сывлăх тата чир» темăпа калаçу ирттертĕмĕр. Пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе, хаçат-журнал çинчен илнĕ материалсемпе, вуланă хайлавсенчен илнĕ сăнарсемпе паллашрăмăр, тишкерсе тухрăмăр. Юлашкинчен калаçу ачасем сывлăхшăн сиенлĕ япаласене каласа тухнипе вĕçленчě. Сывлăх-пурнăçшăн чи хаклă пурлăх.