Час-часах çула тухса çÿреççĕ Чутей шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Ку хутĕнче шкул автобусĕн ĕçчен водителĕ В.А.Волков 5-7-мĕш классенчи ачасен ушкăнне Тăвайне илсе çитерчĕ. Чи малтанах Л.Г.Краснова тата Л.А.Михайлова класс ертÿçисем ачасене краеведени музейне илсе кĕчĕç. Музей директорĕ Светлана Архиповна пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ . Тĕрлĕ пÿлĕме кĕрсе курчĕç ачасем, выставкăсемпе, экспонатсемпе паллашрěç. Уйрăмах вěсене Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Павлов Юрий Иванович шăрпăкран ăсталанă экспонатсем килĕшрĕç. Тĕлĕнмелле кăткăс ĕç! Сергеева экскурсовод П. М.Меркурьев ÿкернĕ диорама умĕнче каласа панине ачасем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. 75 çул каялла блиндаж окоп чавса инçе çул туни çинче чарăнса тăчĕ вăп. Çав вăхăтра хĕрарăмсем Мария Васильевна Сорокинан (Тенеялĕнче çуралнă, халĕ Тăвайĕнче пурăнать), Валентина Ильинична Александрован (Вăрманхĕрринче çуралнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать) хěллехи шартламана пăхмасăр вăй хуни çинчен калакан çырăвěсем те пăлхантарчěç ачасене.
Музейран тухсан пурте «Аль» ФСКана бассейна çул тытрĕç. Шывра ишме пĕлекенсен йышĕ хутшăнсах пыни вĕрентекене те савăнтарать. Тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетекенсем пулчĕç. Çулçÿрев кашни ачашăн питĕ усăллă пулчĕ.
Л. Михайлова, Чутей ялĕ