Маттур та ĕçчен, кăмăллă та илемлĕ пикесем, тесе палăртас килет вĕсем çинчен. Чутей шкулĕнчи столовăйĕнче ĕçлекенсем питĕ вăр-вар, аллисем вылянса кăна тăраççĕ. «Пултаруллă, тарават, апатне сĕтеклĕ те тутлă пĕçерме пултараççĕ»,- теççĕ вĕсем пирки пĕрле ĕçлекенсем. Поварсен пархатарлă ĕçне хисеплетпĕр, столовăйĕнчен тав сăмахĕ каласа тухатпăр.
Людмила Сергеевна Белова аслă повар, 1995-мĕш çултанпа, Людмила Васильевна Антонова, ăна пулăшаканĕ, 2006-мĕш çултанпа ĕçлеççĕ кунта.
Шкулти столовăйĕнче 2013 çулта уйрăм программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. «Çĕнĕ условисенче ĕçлеме аван, ÿркенмелле мар. Анчах çакна калас килет. Хуть мĕнле разрядпа ĕçлесен те укçи-тенкине пĕрешкел параççĕ», -хăйĕн шухăшне пĕлтерет аслă повар.
Çепĕç чĕлхеллĕ, вашават поварсем шкул коллективĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. «Çук» тенине илтместĕн вĕсенчен. Уявсем ирттермелле-и, хăна кĕтмелле –и – чупкаласа кăна çуреççĕ. Блюдăсене çĕнетсех тăраççĕ: чăх, пăру какайĕнчен, пулăран авăртса котлет, фрикадельки, тефтели, «ленивые голубцы» тата ыттине те пĕçереççĕ. Икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Ачасем килти пельмень,кульмак, пĕчĕк кукăль çисе савăнаççĕ.
«Çурхи кун хĕл хырăмне тăрантать» тенĕ пек икĕ Люда çăвĕпех пахчара вăй хураççĕ. Мĕн пур пахча çимĕçе, улма-çырана хĕл валли пуçтарса вырнаçтараççĕ: шăнтаççĕ, банкăсем çине помидор, патиссон, кабачки, хăяр, фасоль маринадлаççĕ, компот хатĕрлеççĕ. Хамăрăн юратнă поварсене малашне те çитĕнÿсем тума, нумайрах ĕçлесе илме вăй-хал сунатпăр.
Л., Михайлова, Чутей ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ Н.Куракинан