Тăвайне çула тухрăмăр

    Час-часах ҫула тухса ҫӳреҫҫӗ  Чутей шкулӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем. Ку хутӗнче шкул автобусӗн маттур  водителĕ В.А.Волков 5-7-мĕш классенчи ачасен ушкӑнне  Тăвайне илсе çитерчĕ. Чи малтанах  Краснова Л.Г. тата Михайлова Л.А.  ертӳҫӗсем ачасене краеведени музейне илсе кĕчĕҫ. Музей директорĕ Светлана Архиповна пурне те  ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ . Тӗрлӗ пӳлӗме кӗрсе  курчӗҫ ачасем, выставкăсемпе, экспонатсемпе паллашрěç.  Уйрӑмах вěсене шӑрпӑкран ӑсталанӑ экспонатсем килӗшрӗҫ. Мӗнле кӑткӑс ӗҫ! Экскурсовод П. М.Меркурьев ӳкернӗ  диорама  умĕнче каласа панине ачасем сывламасӑр тенӗ пек итлерӗҫ. 75 çул каялла  блиндаж, окоп чавса инҫе  çул туни, унта хӗрарӑмсен хěллехи шартлама вăхăтěнче вӑй хунӑ çинчен калакан ҫырусем тěлěнтерчěç  ачасене.

     Музейран тухсан пурте «Аль» ФСКана бассейна çул тытрӗҫ. Шывра ишме пĕлекенсен йышĕ хутшăнсах пыни вĕрентекене те савăнтарать. Тренажер залĕнче   сывлăха çирĕплетекенсем пулчĕç. Çулçÿрев кашни ачашӑн питĕ усăллă пулчӗ.