«Ал ăсталăхĕ» кружокăн ал ĕç выставки

Чутей шкулĕнчи «Ал ăсталăхĕ» кружока ачасем питӗ кăмăллаççĕ. Уйрӑмах 2-7мĕш класс ачисем  «ĕç лаҫҫинчен» тухма  та пӗлмеҫҫӗ. Усӑллӑ та кӑмӑла каякан, кил-ҫурт таврашӗнче кирлӗ япаласем тума вĕренеççĕ кунта ачасем. Акă  пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа чечек çыххисем уйрӑмшарӑн та, çыхăпа та ваза ӑшне гипспа ҫирӗплетрӗҫ. Çипрен çыхса тенкел сармисем, салфеткӑсем, шкатулкӑсем, бисертан саккура йывӑҫҫисене, нарцисс, лили, сар тӳме чечекӗсене илӗртӳлӗх кӗртрӗҫ. Фоамиран материалӗнчен вӗтӗ, тин ҫеҫ ҫурнӑ  чӗрӗ чечек евӗр курӑнакан чечексем ӑсталаса, вӗсемпе ҫӳҫе тыттармалли заколкӑсене, ободоксене илемлетрӗҫ. Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларса тĕлĕнмелле илемлĕ салам хучӗсем туса хатӗрлерӗҫ, ҫепӗҫ те илемлӗ сӑмахсем шӑрҫаларӗҫ. Ачасем ӑсталанӑ чечексем амӑшӗсемшӗн ҫурхи уяв парни пулчӗ.