«Айтăр-ха, хĕр ачасем!» вăйă

«Айтăр-ха, хĕр ачасем!» вăйă иртрĕ 6-мĕш класс хĕр ачисен.  Вĕсене пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлама 7-мĕш класри арçын ачасем те хаваспах килĕшрĕç. Чи малтанах ертÿçĕсем пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç. Ун хыççăн «Пирĕн хĕр ачасем – шкул пурнăçĕнче» мультимедийлă презентаципе паллашрĕç, тутлă апат-çимěçпе сăйланчěç. Арçын ачасем  хěр ачасене парнесем парса çепěç  сăмахсем каларěç. Хĕр ачасем хăйсен пултарулăхне  «Чи маттурри»,   «Чи  хастарри»,   «Чи тавçăрулли»,  «Чи ĕçченни» номинацисенче кăтартма  пултарчĕç. Пурте медальсене тивĕçлĕ пулчĕç.   Маттур 6-мĕш класс хĕр ачисем! Вăйă çурхи уява илем, савăнăç кÿчĕ.