Ĕç ветеранěсем патěнче пултăмăр

Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пынă хушăра çиччěмěшсемпе ěç ветеранěсем патěнче пултăмăр.  Кěçěн çырмара пурăнакан Ваçис аппапа Саня аппа шкул ачисене кăмăлпа кěтсе илчěç. Хăйсем çинчен манманшăн, пулăшнăшăн  тав турěç.  Ачасем малашне те ватăсем патне пырса çӳреме килěшнине каларěç. «Сывлăхлă пулăр, тăрăшса вěренěр, аслисене итлěр»,- тесе ăсатрěç ачасене  ветерансем.