Кружокăн черетлĕ занятийĕнче

     «Тăван чĕлхе илемĕ»  кружокăн  черетлĕ занятийӗнче Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитни ҫинчен калаҫрӑмӑр.  Чи малтанах класра паллă чăваш поэчĕн  «Анне ҫырӑвӗ» сӑввине вуласа тишкертĕмĕр, кĕçĕнрех классенче вуланӑ сӑввисене  аса илтĕмĕр. Ун хыççăн ял вулавăшне каçса поэтăн çырнисен пуххин ултă томĕпе паллашрăмăр,

      «Хастарлăх çăлкуçĕ» видеосăвăсен инçет конкурсне хутшăнас кăмăллисем хăйсене килĕшекен сăвă шырарĕç. Н.Матвеева  библиотекарь ачасемпе викторина ирттерчĕ. Чи маттурри 6-мĕш класри Лера Куприянова пулчĕ.