Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пынă вăхăтра черетлĕ класс сехетне нарăсăн 2-мĕшĕнче Сталинград патĕнчи çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалларăмăр. Çиччĕмĕшсемпе радио, телевидени пĕлтерекен информацисемпе, хаçат-журнал çинчен илнĕ хыпарсемпе паллашрăмăр. Сталинград паттăрĕсем çинчен документаллă фильм пăхрăмăр. Арçын ачасен чунĕнче паттăрлăх туйăмĕ вăранчĕ, вĕсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас ĕмĕчĕ нихçан та çухалмĕ.