Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе тав сăмахĕ каламалли кун пулчĕ. «Тăван чĕлхе илемĕ» кружок ачисемпе уроксем пĕтнĕ хыççăн ялти вулавăша çул тытрăмăр. Унта пире Надежда Матвеева библиотекарь ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, ачасем пĕрин хыççăн тепри вĕсемпе интересленчĕ, килте вулама çыртарса илчĕ.
Надежда Викторовна паллă кун ячĕпе çыхăнтарса тупмалли юмахсен тупсăмне пачĕ, интереслĕ вăйăсем выляттарчĕ.Уйрăмах «Спасибо» вайă килĕшрĕ ачасене.Хăйсен хушшинчи туслăх çирĕп пулни палăрчĕ вăйăра. Юлашкинчен пылак çимĕçпе хăналарĕ
çамрăк библиотекрь, вулавăшпа туслашма сĕнчĕ.
Тав сăмахĕ йышши ырă сăмахсене каласси кунсеренех йăлара пулмалла. Ахальтен каламаççĕ: «Сивĕ сăмах сивĕтет, ăшă сăмах ăшăтать», е тата «Ăшă сăмах çу кунĕ, сивĕ сăмах хĕл кунĕ тесе. Çын чун-чĕрине ăшăтакан, кăмăлне çĕклекен сăмахсем каланăшăн укçа та илмеççĕ, чĕлхе те татăлса ÿкмест. Çынна ĕçпе пулăшаймасан та ырă сăмах каласа чунне çĕклентересчĕ.Тепĕр чух ăшшăн калаçни эмелрен те пахарах.
Л.Михайлова, Чутей ялĕ.