Чăваш халăх поэтне – 110 çул

Кăрлачăн 18-мĕшĕнче «Тăван чĕлхе илемĕ»  кружокăн  черетлĕ занятийӗнче Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитсе пыни ҫинчен калаҫрӑмӑр.  Чи малтанах класра паллă чăваш поэчĕн  «Анне ҫырӑвӗ» сӑввине вуласа ун çинчен калаçрăмăр, кĕçĕнрех классенче вуланӑ сӑввисене  аса илтĕмĕр. Ун хыççăн ял вулавăшне каçса поэтăн çырнисен пуххин ултă томĕпе паллашрăмăр, «Хастарлăх çăлкуçĕ» видеосăвăсен инçет конкурса хутшăнас кăмăллисем хăйсене килĕшекен сăвă шырарĕç. Матвеева  библиотекарь ачасемпе викторина ирттерчĕ. Чи маттурри 6-мĕш класри Лера Куприянова пулчĕ. Кружок членĕсем ытларах пĕлесшĕн çунни аслисене савӑнтарчӗ,  хӑйсене хавхалантарчĕ.