Кунсерен лапка-лапка шурă юр çăвать, ачасене урамалла илĕртет. Уроксем хыççăн «Тăван чĕлхе илемĕ» кружока çÿрекенсемпе черетлĕ занятине шкулпа юнашарах вырнаçнă вăрманта ирттерме, йывăçсен хĕллехи асамĕпе киленме шутларăмăр. Çул тăршшӗпех кăпăшка юр пĕрчисем ывăç тупанĕ çинче ирĕлсе кайнине сăнаса пычĕç ачасем.
Ксения Мясникова.
Ытарайми илемлĕ хĕл кунĕсем. Пĕлĕтлĕ тÿперен кăпăшка та çемçе юр Лапка-лапка çăвакан юр йывăçсне шурă кавирпе витет.Çĕр çинче пĕр хура пăнчă та çук,йĕри тавра шурă тÿшек.
Пĕр илемлě кун эпир «Тăван чĕлхе илемĕ» кружокра юмахри пек вăрмана экскурсие кайрăмăр . Уçланка кĕнĕ- кĕменех чун-чěре хаваслă кăмăл-туйăмпа тулчě. савăнăçлă,хаваслă та илемлĕ туйăм тулчĕ. Кăмăл çĕкленсе кайнипе юр кĕлетки тума пуçларăмăр..Пурте тăрăшса, туслăн ĕçлетпĕр, никам та ĕçсĕр тăмасть.
Юр кěлеткин сăмси-çăварне, куçне сăрласа илемлетрěмěр, йěкелпе те усă куртăмăр.
Мальвина Козлова. Пěррехинче эпир Ксюшăпа йěлтěрпе ярăнмаллка вăрмана кайрăмăр. Хамăрпа пěрле термоспа чей, печени илтěмěр. Кунě тÿлек те уяр пулчě.
Йывăçсене пас тытнă – качча каяс хěр евěр шурă пěркенчěк айěнче лараççě. Ура айěнчи юр кăчăрт – кăчăрт! тăвать. Хěвел йăл-йăл кулать. Юмансем чăн-чăн патшасем пекех, питě мăнаçлăн курăнаççě. Таврара веçех шап-шурă пулнă пирки вăрман тата тасарах, çутăрах пек туйăнать. Яланах çапла пултăрччě. Атту çуллахи кунсенче канма килекенсем мěн кăна пăрахса хăвармаççě.
Çасартăк мана Ксюша калать:
-Эпир çухалса каймастпăр –и кунта?
-Мěнле çухалас? Пирěн хыçра йěрсем юлаççě вěт!, - çапла эпě Ксюшăна лăплкантартăм.
Ялтан чылайшалалла кěмерěмěр – йывăçсем хушшипе пӳртсем курăнатчěç-ха. Ывăнсан чарăнтăмăр та вěри чей ěçрěмěр. Ăш-чике ăшăтса ячě! Вăй кěнěн туйăнчě. тулчě.
Киле эпир васкамарăмăр, майěпен ярăнса калаçса пытăмăр. Иксěмěре те питě килěшрě вăрманта уçăлса çӳрени.
Ксения Шамбулина. Хĕлле. Çанталǎк сивĕ. Йывǎҫсем шурǎ тум тǎхǎннǎ. Юр пĕрчисем тумтирсем ҫине ȳксе кĕмĕл мерчесем пекех йǎлтǎртатаҫҫĕ. Пур юхан шыв та, кÿлě те пăрланса ларнă. Вĕсем куҫ кĕскисем пекех курǎнаҫҫĕ. Урамра юр лапка – лапка ҫǎвать, ура айĕнче нǎтǎрт-нǎтǎрт тǎвать.
Вǎрмана экскурсие кайнă кун ҫанталǎк лǎпкǎччě. Йывǎҫсем шурǎ пĕркенчек тǎхǎннǎ евĕр курǎнса лараҫҫĕ. Ачасемпе эпир капǎр юр кĕлеткисем туса хутǎмǎр. Вĕсене сǎрǎсемпе те сǎрласа хутǎмǎр. Аллисене патаксенчен турăмăр, пуҫ ҫине витре тǎхǎнтартǎмǎр. Юр чǎмǎрккисемпе вылярǎмǎр. Чǎрǎш тавра ҫаврǎнтǎмǎр, ҫĕнĕ ҫул юррисем юрларǎмǎр. Хěллехи походпа кăмăллă юлтăмăр. Эпир вǎрмана татах каясшǎн-ха.
Лера Куприянова. Эпĕ вăрман çумĕнче пурăнатăп.Шкула кайнă е унтан таврăннă чух унăн илемпе сăнама юрататăп. киленсе пыратăп. Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те чуна савăнтарать.
Хĕлле , уйрăмах кăпăшка юр çунă хыççăн йывăçсем çемçе утиял витĕннĕн туйăнаççĕ.
Вăрман çумĕпе эпир тăтăшах йĕлтĕр йĕрĕ хыватпăр. Ачасемпе ăмăртмалла ярăнса пынă хушăра та сас-чĕве тăнлатпăр .Вăрман тухтăрĕ йывăçсене нихăçан та сиплеме чарăнмасть. Ун пек чух чарăнса тăрсах итлетпĕр. Кĕвĕ тыткăнне кĕрсе ÿкетĕн çапла. Савăнăçлăн, тулли кăмăлпа таврăнатпăр хĕллехи çулçÿреврен.
Лена Михайлова. Çулталăкăн кашни вăхăчě хăйне евěр ырă. Хěл кунěсем тěрлěрен пулаççě: лапка-лапка юр ҫӑвать, куçа уçмалла мар тăман вěçтерет, пите тăм илмелле шартлама сивě те тăрать. Ачасене чи килěшекенни вара – çемçе те кăпăшка юр çуни. Ултă урок хыççăн кружок ертÿçипе вăрмана кайни чылайлăха асра юлчě. Юр кӗлеткисем турӑмӑр. Хамӑрпа пӗрле илнě сӑрӑсемпе капăрлатрăмăр. Арҫын ачасем пире пулӑшрӗҫ. Пӗри те ӗҫсӗр тӑмарӗҫ. Çывхарса килекен 2017 çул ячěпе автан кÿлепине те ăсталарăмăр