Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пырать. Чутей шкулӗнчи ачасем вӗренекен пӳлӗмсене, уяв чӑрӑшне капӑрлатма хӑйсем ӑсталанӑ теттесемпе анлӑн усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Тем тӗрлӗ тетте тума ачасем ытларах ӗҫ урокӗсенче, кружоксенче вӗренеҫҫӗ. Л.Г. Краснова ертсе пынипе мӗн чухлӗ илемлӗ япала ӑсталарӗҫ ěç урокěнче. Нумай çěнěлěхе алла илсе пыраççě. Нумаях пулмасть унӑн вӗренекенӗсем районти конкурса активлӑ хутшӑнчӗҫ, тěрлě теттесем тӑратрӗҫ Валерия . Куприянова, Дмитрий Орлов, Алексей Михайлов, Евгения Рожкова, Данил Самарин, Ксения Мясникова тата ыттисем те.маттур пулчěç. Шкулта та «Ҫӗнӗ ҫул теттисем» выставка йӗркеленӗ. Кӗҫӗн класри ачасенчен пуҫласа аслисем таранах хутшӑнчӗҫ ку ӗҫе. Ҫиччӗмӗш класри Саша Петровпа Станислав Цырульников хут курупкинчен Хӗл мучин пӳртне, Яков Кабартов Ҫӗнӗ ҫул сехетне ӑсталарӗҫ, Улттӑмӗш класс ачисем те юмахри евӗр хитрее теттесем турӗҫ. Автан ҫулӗ вӗренекенсене хӑюллӑ та маттур, патвар пулма йыхӑртӑр.