Тав сăмахне ытларах калар

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчипе тав сăмахĕ каламалли кун пулчĕ. «Тăван чĕлхе илемĕ» кружок ачисемпе уроксем пĕтнĕ хыççăн ял библиотекине каçрăмăр.  Унта пире Надежда Викторовна библиотекарь ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.  Вăл пурне те çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, вĕсене ачасем пĕрин хыççăн тепри алла илсе пăхрĕç, вулама çыртарса илчĕç. Библиотекарь ачасене палл ă кун ячĕпе çыхăнтарнă тупмалли юмахсем пачĕ, интереслĕ вăйăсем выляттарчĕ,  пылак çимĕçпе хăналарĕ

     Тав сăмахйышши ырă сăмахсене каласси кунсеренех йăлара пулмалла. Ахальтен каламаççĕ: «Сивĕ сăмах сивĕтет, ăшă сăмах ăшăтать», е тата «Ăшă сăмах çу кунĕ, сивĕ сăмах хěл кунě» тесе. Çын чун-чěрине ăшăтакан, кăмăлне çěклекен сăмахсемпе ытларах усă курасчě