Тăвайри культура çуртĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем «Юратупа кавăн» спектакль лартассине пĕлсен учительсемпе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ çула пуçтарăнчĕç. Икĕ пайлă юрăллă-ташăллă камит пурне те килĕшрĕ Эпир, ял çыннисем, чăваш спектаклĕсене питĕ юрататпăр. Чун апачĕсĕр пурăнма çук. Ачасемпе те тăтăшах пулатпăр театрсенче. Кайран пĕрле пуçтарăнса унти пулăмсене, сăнарсене сÿтсе яватпăр.
Хăйсен ăсталăхĕпе хавхалану кÿнĕшĕн, кăмăл-туйăма çĕкленĕшĕн Шупашкар артисчĕсене тăвăллăн алă çупса тав турăмăр.
Л.Михайлова. Чутей ялĕ.