Çӗнӗ ҫул ҫывхарса пынӑ май шкул ачисене асӑрхаттармалли нумай. Уйрăмах Çӗнӗ çул уявӗнчи ёлкăсенче вут-кӑвар инкекӗнчен сыхланассине тӗпе хурса ҫиччӗмӗшсемпе класс сехечӗ ирттертӗмӗр. Электрогирляндӑсемпе тирпейлӗ усӑ курасси, тӗрлӗрен пиротехникӑлла япаласемпе асӑрхануллă пулмалли çинчен калаçрăмăр. «Вут-кăвартан асăрханма пěлетěр-и?» анкетăри ыйтусем çине хуравларěç ачасем. Класс сехечěн вěçěнче хěллехи каникулта хăйсене аван тытассине палăртса, инструкципе паллашнине çирěплетсе алă пусрěç.