Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пырать. Чутей шкулӗнчи ачасем вӗренекен пӳлӗмсене, уяв чӑрӑшне капӑрлатма хӑйсем ӑсталанӑ теттесемпе анлӑн усӑ курас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Тем тӗрлӗ тетте тума вӗсем ытларах ӗҫ урокӗсенче, кружоксенче вӗренеҫҫӗ. Л.Г. Краснова ертсе пынипе мӗн чухлӗ илемлӗ тетте ӑсталарӗҫ, нумайӑшне вӗренсе пыраҫҫӗ. Нумаях пулмасть унӑн вӗренекенӗсем районти конкурса активлӑ хутшӑнчӗҫ, теттесем тӑратрӗҫ. Куприянова Валерия, Орлов Дмитрий, Михайлов Алексей, Рожкова Евгения, Самарин Данил, Мясникова Ксения тата ыттисем те. Шкулта та «Ҫӗнӗ ҫул теттисем» выставка йӗркеленӗ. Кӗҫӗн класри ачасенчен пуҫласа аслисем таранах хутшӑнчӗҫ ку ӗҫе. Ҫиччӗмӗшсем (Петров Сашӑпа Цырульников Станислав) хут курупкинчен Хӗл мучин пӳртне, Яков Кабартов Ҫӗнӗ ҫул сехетне ӑсталарӗҫ. Улттӑмӗш класс ачисем те юмахри евӗр илемлӗ теттесем турӗҫ. Автан ҫулӗ вӗренекенсене хӑюллӑ та маттур, патвар пулма йыхӑртӑр.