Ĕç ветеранĕпе тĕл пултăмăр

   Класс сехетěнче çиччěмěш класра вěренекенсемпе  Çăлкуç урамěнче пурăнакан Юлия Ивановна Титова патне  çул тытрăмăр .Кил хуçи пире ăшă кăмăлпа кěтсе илчě.

   Ĕçě çукрах пулин те ачасем картишěнчи тротуара шăлса, юра айккинелле хырса хучěç.Ун хыççăн Юля аппа пÿртне кěтěмěр.Чěрě чечексен ытамне лекнěнех туйрăмăр хамăра. Мěн чухлě тěрě кунта!  Ӑсталăх высткавки тейěн. Минтер пичěсем, чÿрече каррисем пěтěмпех тěрě ăшěнче. Ачасем кашни ÿкерчěкěн ятне çырса пычěç,вěсене Юлия Ивановнан пурнăçěпе çыхăнтарса мультимедипе презентацире çутатса пама шут тытрăмăр.

   Чутейри Ю.Титрва кăçалхи  çурла уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ. Ĕмĕрне çĕр ĕçĕнче ирттернĕ. Ашшĕнчен 5 çултах тăлăха юлнă. 1941 çулта вăрçа тухса кайнă та вăл  каялла таврăнайман. Амăшĕ икĕ хĕрне ача чухнех уй-хире пĕрле ĕçлеме илсе çÿренĕ. Аллин пÿрнисене кастарса çурлапа тырă вырма вĕреннĕ, кĕлтесем çыхма пулăшнă.. «Ĕçрен ан хăрăр, ĕç хăй сирĕнтен хăратăр»,- тесе ăс парса ÿстернĕ çамрăклах вĕсене.

   Юля шкулта 7 класс пĕтернĕ.Колхозри ĕçсене хутшăннă, малта пыракансем хушшинче пулнă.  Ун чухне пайсем илсе ĕçленĕ. Кăшман, çĕрулми, купăста, хăмла пайĕсем   /15 йĕр таранах./ пулнине каласа пачĕ Юля аппа. Çамрăклăхне аса илчĕ

         «Хĕр пурнăçе питĕ илемлĕ пулнă ун чух. Кун каçа ĕслесе ывăннине пăхмасăрах эрнере пĕрре клуба кайнă. Каçсерен кашни урам çамрăкĕсем вăййа тухнă. Купăс каласа юрласа-ташласа савăнма пĕлнĕ,- сÿтрĕ калаçу çăмхине ĕç ветеранĕ. – Хĕллехи вăхăтра кÿршĕ хĕрĕсемпе улаха пуçтарăннă, унта ал ĕçĕ тунă. Чĕнтĕр çыхаттăмăр,. Тĕрлеме питĕ юрататтăм». Ачасем Юлия Ивановна каланине çăвара карсах итлерĕç. Уйрăмах мĕнле майпа килти условисенче çипсем хатĕрлени кăсăклантарчĕ çамрăксене.

«Ака ĕçĕ те çăмăл пулман. Кантăра алăпа çапса кĕлтене çыхнă. Кăштах типĕтсен тăпачпа çапса вăррине кăларнă. Вăрринчен пÿремеч те пĕçернĕ, кантăр çăвĕ те тунă,- терĕ ăшă кăмăллă кинемей. – Вăррине кăларсан тин кĕлтене шыва хунă.Кайран ăна типĕтсе тылланă, килĕ çинче тÿнĕ. Çемçетнĕ сÿсе арланă, çипне хутăрса кĕлпе пăтраштарнă та вĕри кăмакана пăрахнă. Унтан çăл шывĕпе çунă.. Стан çинче тĕртсе шурă пир тунă, ĕлĕк пĕтĕм ĕçе алă вĕссĕн тунă. Ўркенмен. Халĕ лавккара мĕн тĕрлĕ çип çук-ши?»

 1967 çулта Юля Чутей каччипе. Генрих Константиновичпа пĕрлешнĕ. Вĕсен пĕр хĕр çуралнă. Валентина çемйипе Шупашкарта пурăнать. Мăнукĕсем Мускавра йăва çавăрнă

Юлия Титова тухăçлă хăмла çитĕнтернипе палăрнă. 44 çул вăй хунă колхозра. 1991 çулта пенсие тухсан та 4 çул ĕçленĕ.Ялти сумлă çынсенчен пĕри вăл. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕç пулнă. Эпир ĕç ветеранне çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунтăмăр

Л.Михайлова, Чутей ялĕ