Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Кашни çын юратнă ěç суйлать. Пĕрисем вĕрентекен пулса çамрăк ăрăва ăслăлăх тĕнчине илсе кĕреççĕ, теприсем механизатор е водитель профессине алла илеççĕ те ĕмĕр тăршшĕпех вăй хураççĕ, куллен инçе çула тухаççĕ. Чутейре çуралса ÿснĕ Вера Ильинична Михайлова  та шкулта вĕреннĕ чухне  хăйне тĕрлĕ ĕçре курнă. Анчах алла аттестат иличчен  бухгалтер пулма çирĕп тĕллев лартать хăй умне. Тăрашать, математика предметне  çине тăрса  «шĕкĕлчет». Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ пĕлÿ илет те кăмăла каякан ĕçре тăрăшма тытăнать.

      Михайлова Вера Ильинична 1963-мĕш çулта юпа уйăхĕнче Чутейре кун çути курнă. Ашшĕ –Илья Хрисанович Зайцев 1933 çулхи, ĕмĕр тăршшĕпех  тăван ялта вăй хунă. «Сталь», «Кубнинский», «Чутеевский» ял хуçалăхĕн предприятийĕсеннче,  фермăра ĕçленĕ.     Амăшĕ, Ульяна Ивановна Зайцева, 1929 çулта çуралнăскер, хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Колхоз уй-хирĕнче  хăмла, чĕкĕнтĕр, çĕр улми, тыр-пул туса илнĕ çĕрте ĕçленĕ. Шел пулин те,  вĕсем халь пирĕнпе пĕрле çук. Амăшĕ те, ашшĕ те 83  çулта çĕре кĕнĕ.

     Шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ пултаруллă хĕр ачана  отряд совечĕн председательне,  комсорга  суйлаççĕ.  Вера  Чутейре 8 çул вĕренсе   пĕтернĕ. «Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă»,- теççĕ халăхра.  Малалла пĕлÿ илес тесе Улатăрти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Кунта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн  «Советская Россия» хуçалăхра бухгалтер ĕсне кÿлĕннĕ. 1983 çулхи июнь уйăхĕнче ăна Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх Управленине тĕп бухгалтерăн çумĕ пулма шанаççĕ. Кунта вăл 2 çул ытла ĕçлет.

     1983  çулхи  октябрь уйăхĕнче Чутей ял каччипе Николай Иванович Михайловпа пĕрлешсе çемье çавăрать,  мăшăрĕ  «Чутеевский» ял хуçалăх предприятийĕнче 1980-мĕш çултанпа пĕр улшăнми механизатор пулса ĕçлет. Питĕ пултаруллă, ăна ялта ырăпа çеç палăртаççĕ. 

    Вĕсен виçĕ хĕр: Асли,  Надежда Шупашкар хулинче ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса технолог профессине алла илнĕ. Çемьеллĕ, вĕсен икĕ хĕр ача çитĕнет. Вăтам хĕрĕ, Алина повар-кондитер специальноçĕпе  Шупашкарта çăкăр пĕçерекен заводра вăй хурать. Кĕçĕнни, Светлана Канашра  медицина колледжĕнче 4-мĕш курс пĕтерсе,  фельдшер профессине алла илесшĕн тăрăшать. Михайловсем - ялти сумлă çемьесенчен пĕри. Вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ,  яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, килĕштерсе пурăнаççĕ.

     Вера Ильинична 1985 çултанпа  «Кубнинский» хуçалăхра бухгалтерта, тĕп бухгалтерăн çумĕнче ĕçленĕ. 1998 çулхи сентябрь уйăхĕнчен районти ветеринари станцинче бухгалтер ĕçне куçать.  Тăрăшуллă та пултаруллăскере 2002 çулхи февраль уйăхĕнче тĕп бухгалтер ĕçне шанса параççĕ.                  Вера Ильинична   паянхи кунчченех выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшать. Ĕçре тупăша ÿстерме, производствăпа финанс енчен тĕрĕс плансем, отчетсене тĕрĕс тата вăхăтра туса парассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах заочно майпа 2005 çулта Мускаври финанс институчěн филиалĕнче  «бухучет- аудит»  уйрăмĕнче вĕренсе пĕлĕвне ÿстернĕ.

     Унăн ĕçĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă. Работниксене вăхăтра укçа-тенкĕ парса хавхалантарса пынинче унăн тÿпи те пысăк. Бухгалтер ĕçĕ вăл – вăхăтра тата тĕрĕс отчетсем туса пырасси. Хальхи вăхăтра ĕçĕ те нумайланчĕ. Отчетсене статистика органĕсене , пенси фондне, налук органĕсене те, Чăваш Республикин ветеринари службине те, пурлăх тĕлĕшĕнчен  ертсе пыракан Министерство юстицине  те вăхăтра отчетсем туса памалла.

Вера Ильиничнăн ĕслес кăмăлĕ пысăк. Шанса панă ĕçе тÿрре кăларассишĕн тăрăшать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ  халăхра. Ўсĕмсемшĕн  вăл 2012 çулта Чăваш Республикин ветеринари службин Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă. 2013 çулта Тăвай район администрацийĕн Хисеп грамотине панă ăна. 2015 çулта -  Чăваш Республикин ветеринари службин  Хисеп грамотипе чысланă.

   Вун тăххăрмĕш çул ĕнтĕ вăл çак ĕçре. Кунта килен-каянпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕренех ăна кашни хисеплет, кирлĕ канаш панишĕн тав сăмахĕ калать. 

Çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери бухгалтерсен професси уявĕ пулчĕ. Вера Ильиничнăна  чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, малашне те яланхи пекех илемлĕ те çепĕç кăмăллă, тарават  та сăпайлă пулма сунатпăр.

Л.Михайлова