Ушкăнпа экскурсире

Тăвайри ачасемпе яшсен центрĕ вĕренÿ туризмне аталанассипе республикăри конкурсра кăçал Чăваш Ен Пуçалăхĕн грантне çĕнсе илнĕччĕ. Центр ертÿçи л.П.Гурина пĕлтернĕ тăрăх, палăртнă программăна пурнăçласа ятарлă маршрутсем тăрăх районти шкул ачисем тĕрлĕ çĕрте тÿлевсĕр çул çÿревре пулнă. Вĕсене 465 ача хутшăннă. Çав шутран 355-шĕ Чăваш Енри тĕрлĕ музее, ытти вырăнсене курса çÿренĕ, 100 ача республика тулашĕнче пулса Йошкар-Олапа Хусанта, «Свияжск-град» утравпа паллашнă.Çул çÿревсене ытларах кĕрхи каникул кунĕсенче йĕркеленĕ

     Чутей шкулĕнче 6-9-мĕш классенче вĕренекен 20 ача çак кунсенче Шупашкарта экскурсинче пулчĕç. М.Горький проспектĕнче   вырнаçнă нимĕç физикĕн А. Энштейнăн  кăсăк наукисен музейĕ.

 Малтанах зкзаменри пекех туйрĕç 8-9-мĕш классем.  Экскурсоводăн ыйтăвĕсем çине хуравламалла пулчĕ вĕсен.   Анчах çухалса каймарĕç, З.В.Цветкова вĕрентекен   юнашар пулни те хăюллăрах пулма  хавхалантарчĕ. Даниил   Егоров, Антон Куракин, Максим Бараматов, Максим Жарков, Данил Никонов, Лиана Иванова уйрăмах маттур пулчĕç.

     Сехете тăсăлакан экскурсие вĕçленĕ хыççăн та ачасем хăйсене кăсăклă пулнă экспонатсемпе темĕн те пĕр туса киленчĕç: алăпа тытма, çапма, салатса пухма, шаплаттарса çапма пултарчĕç, велсипедпа ярăнчĕç. 

     Музейра 200 ытла интереслĕ экспонат вырнаçнă. Физикăсăр  пуçне математика, биологи пзаконĕсемпе çыхăннă кăткăс пулăмсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ ертсе пыракан. Пурте кăмăллă тухрăмăр музейран. Тавах Тăвайри ачасен центрĕн ертÿçисене.

Л.Михайлова, Чутей ялĕ