Кĕрхи конкурссем

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 28 – мӗш числиччен шкулта «Кӗрхи асамлӑх» конкурс иртрӗ. Ачасем пите савӑнсах хутшӑнчӗҫ. 1-мӗш номинаци «Алла сӑрӑ тытам-ха» ӳкерчӗксен конкурсӗ пулчӗ. Ҫак номинацинче пултаруллисем парнене тивӗҫрӗҫ. Вӗсем ҫаксем: Федорова Е., Мартынова А., Семенова В., Краснова В., Яклашкина К.. 2-мӗш номинаци «Ылтӑн кӗр парни» ал ӑсталӑхӗн конкурсӗ пулчӗ. Ачасем тӗрлӗ пахча ҫимӗҫсенчен чӗрчунсем, чечексем, пӳрт, лашапа карета тата ытти япаласем ӑсталарӗҫ. Ку конкурсра чи хастаррисен шутне ҫаксем кӗчӗҫ  - Мясникова К., Яклашкин Е., Козлова М., Воробьева М., Куприянов Ф., Козлова Ж., Шамбулин В. тата ыттисем те.