Сывлăх – пурнăçра чи хаклă пурлăх. Вăл пурне те питĕ кирлĕ: ваттине те, вĕттине те. Ачасем вара – пирĕн пуласлăх. Çавна май çитĕннисен нимрен малтан ачасен сывлăхĕ пирки пăшăрханмалла. Шкула ҫӳренӗ вӑхӑтра, паллах, ку ӗҫ вĕрентекен ҫине тиенет. Вӑл тĕрлĕ енлĕ калаçу ирттерет, пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе паллаштарать, тӗл пулӑва илсе ҫӳрет. Тĕслĕхрен, çиччĕмĕш класс ачисем шкулти медицина ĕçченĕ патĕнче пулчĕç. Рената Григорьевна «Пурте сывлăхлă пулар» темăпа арçын ачасене тасалăх, тирпейлĕх, кун йĕркине пăхăнарах пурăнасси пирки калаçу ирттерчĕ, брошюркăсемпе паллаштарчĕ. Хаçат-журнал, кĕнеке вулама, телевизорпа е радиопа сывлăхпа çыхăннă передачăсене курма-итлеме сĕнчĕ. Ачасем те тĕрлĕрен ыйту парса интересленчĕç. «Сывлăха нимĕнле укçапа та сутăн илме çук. Ăна кашниех мĕн пĕчĕкрен упрама тăрăшмалла. Яланах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла»,- ҫирӗплетсе вӗҫлерӗ калаҫӑвне шкулти медсестра.