Кĕрхи вăхăт çитрĕ. Шкул ачисем, кунсерен çумăр çăвать пулин те, кĕр илемĕпе савăнса хăйсен иккĕмĕш килне утаççĕ. «Тăван чĕлхе илемӗ» кружокра час-часах çут çанталăк темипе çыхăннă ыйтусене хускататпăр. Ӗҫлӗ вӑхӑтсенче кружок членӗсем кĕр вăхăтĕнчи тăван тавралăха сăнаса «Кĕрхи сăнсем» çыру ĕçĕ çырчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче сăнавсемпе паллăсене, ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене усă курчĕç, кĕр пуянлăхне, çанталăкне сăнлакан ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Уйрăмах Мальвина Козлова, Шамбулина тата Мясникова Ксения ĕçĕсем - чи лайăххисен шутĕнче. Юлашкинчен ачасем кĕрхи илеме хут çине ÿкерме, сӑвӑсем ҫырма шухӑшларӗҫ.