«Пĕр йывăç каснă пулсан ун вырăнне виççĕ ларт»,- тенĕ авалтан. «Йывăç ларт» акцие хутшăнса 5-6-7-мĕш класри шкул ачисем ир-ирех пĕр класа пуçтарăнчĕç. «Йывăç ларт тата ăна упра!» мультимедийлă презентаци пăхрĕç. Кĕрхи вăхăта сăнласа панă ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Краснова Л.Г. ертсе пыракан «Вăрманшăн тăшман ан пул» темăпа ирттернĕ калаçăва тăсрĕç ачасем. Тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахĕсем, сăнавсемпе паллăсем те интереслентерчĕç вĕренекенсене. Акцие хутшăнакансен хушшинче йывăç лартнă ачасем те чылай пурри палăрчĕ. «Йывăçсем лартсан вĕсене упрама та пĕлмелле», - тесе пĕтĕмлетрĕмĕр.