50 çул пĕрле шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнаççĕ Чутейри Ольга Ильиничнăпа Иван Семенович Шамбулинсем Чутейре . Кун- çулĕ вĕсен ĕçпе иртнĕ, çавăнпа та пулĕ халĕ те тăнăç пурăнаççĕ. Раштав пуçламăшĕнче ылтăн туйне паллă турĕç. Яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тÿрĕ те таса кăмăлĕпе палăрнă вĕсем.
Хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем илнĕ Ольга Ильиничнăпа– пултаруллă çынсем, ĕç ветеранĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисемшĕн яланах тĕрек. Кил-çурчĕ таврашĕнче яланах тирпейлĕ, тасалăх, илемлĕх хуçаланать. Çичĕ теçетке урлă каçнă пулин те пула çÿреме юратать Иван тете. Ольга аппашăн ал ĕçĕ – чун йăпатмăшĕ. Мĕн чухлĕ тĕрĕ унăн!. Çыхма та питĕ ăçта. Ĕçĕсем ялти , районти выставкăсенче те пулнă. Ольга Ильинична 1943 çулта кăрлачăн 9-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл кÿршĕллĕ тутар ялĕнче, Хучсанра çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухне колхозра вăй хунă. 16 çул тултаричченех фермăра дояркăра ĕçлеме тытăннă. Чăваш телевиденийĕ передача хатĕрленĕ маттур доярка çинчен. 1975 çулта Хисеп хучĕ илме тивĕç пулнă. 2-3 çул сысна самăртнă çĕрте те ĕçлесе пăхнă. Анчах малтанхи ăĕçнех таврăннă. 1993 çулччен дояркăра вăй хунă, унтах тивĕслĕ канăва тухнă.
Иван Семенович 1942 çулта пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Çамрăклах бригадăра ĕçлеме пуçланă, фермăра конюхра тăрăшнă. 1959 çулта комсомол путевкипе Комине тухса кайнă , чугун çулсем хывма хутшăннă. Пурнăç çулĕ Иваново хулине те илсе çитернĕ, сезонпа торф кăларнă. Актюбинскра механизатора вĕреннĕ. 1962 çулта алла прфесси илсен, тÿрех комбайнера пулăшаканра ĕçлеме пуçланă.
1972 çулта районти «Чи ăста механизатор» ята çĕнсе илнĕ Иван Семенович.
1992 çулта «Кубнинский» совхоза «Дон 1500» комбайн килсен тÿрех ăна шанса панă, унпа 10 çул вырма хутшăннă. Пĕтĕмпе 23 çул ĕçленĕ. 2002 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Унтан маларах 6 çул фермăра операторта вăй хунă. Çăва тухсан ака-суха тăвас, тыр-пул пухса кĕртес, утă-улăм пуçтарас ĕçре ырми-канми ĕçленĕ. Хĕллехи вăхăтра вара паркра кочегарта, слесарьте тăрăшнă.
Мĕн чухлĕ профессии илме пултарнă Иван Семенович!
1966 çулхи раштавăн пиллĕкмĕшĕнче Шамбулинсем çемье чăмăртанă, 5 ача ура çине тăратнă. Ывăлĕ-хĕрĕсем лурте çемьеленнĕ. 9 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ ватăсене савăнăç, телей кÿреççĕ. Нина – чи асли, Канашра крановщицăра ĕçлет. Надя – Шупашкарта апат-çимĕç пĕçернĕ çĕрте вăй хурать, Света – Пензăра фермер ĕçченĕ, Алёна -Комсомольскинче ача садĕнче тăрăшать. Чи кĕçĕнни Саша ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Маттур мăнукĕсем - Ксюшăпа Наташа - аслашшĕпе асламăшне кулленех савăк кăмăл парнелеççĕ. Вĕсен ашшĕ Александр Иванович строитель Мускава ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ Света ял тăрăхĕн работникĕ. Кинне питĕ ырлаççĕ. «Маттур вăл пирĕн», -теççĕ.
Шамбулинсене малалла та килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма Турă сывлăх патăрччĕ.