«Пушара хирӗҫ кӗрешесси» уйӑхлӑх пынӑ вӑхӑтра ҫиччӗмӗш класс ачисемпе класс сехечӗ ирттертӗмӗр. «Ачасем тата вут-кӑвар» темӑпа ыйту-хурав мелӗпе «Ҫапла, «Ҫук» анкета тултартӑмӑр. Пушар тухассин сӑлтавӗсене: шӑрпӑкпа выляни, электричество приборӗсене, ҫунакан газ плитине хуҫасӑр пӑрахса хӑварни, пирус-табак туртни, тӗрлӗ ҫунакан, сирпӗнекен япаласемпе выляни инкек патне илсе ҫитернине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫунакан электропроводкӑсене шывпа сӳнтерме юраманни ҫинчен те асӑрхаттарчӗҫ ачасем. «Вутӑн алли вӑрӑм – вӗҫерӗнсен тытма хӗн», «Пӗр пушар пин сиен кӳрет», «Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм», «Пушар вӑрӑ-хурахран хӑрушӑрах» ваттисен сӑмахӗсене асра тытса пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса пурӑнмалла.