«Туслăх кĕперĕ» тĕл пулу

«Халăхсен туслăхĕ» фестиваль эрни пырать.Çавна халалласа Чутей шкулĕнчи улттӑмĕшсемпе çиччĕмĕшсем пĕрле «Туслăх кĕперĕ» тĕл пулу ирттерчĕç. Чăваш, тутар, вырăс, украина халăх çыннисен тумĕсене тăхăнса ачасем сăвă каларĕç, юрă юрларĕç, ташă ташларĕç.Тарас Шевченко, Наталья Рубис, Кави Латыпов, Çеçпĕл Мишши, Александр Пушкин  сăввисене пăхмасăр вĕреннĕ вӗсем. «Туслăх кĕперĕн» уявĕ пурне те килĕшрĕ, ертÿçĕсем те, курма килнĕ кĕçĕн юлташĕсем те кăмăллă юлчĕç. «Халăхсен хушшинчи туслăх малашне, ĕмĕрсем хушши çирĕп пултăрччĕ, эпир те яланлăхах туслă пулар»,- тесе пĕтĕмлетрĕмĕр уява.