Бесланри шкул ачисене асӑнса

    Осетинчи Беслан хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкулта хăрушă трагеди пулнăранпа 12 çул çитрĕ. Террористсем пин ытла  çынна виçĕ кун выçă  хăрушлăхра тытса тăнă,нумайӑшӗ вилӗмрен хӑтӑлайман.     

   Класс сехетӗнче  чи малтан теракта хирӗҫле хатӗрленӗ плакатсемпе, листовкӑсемпе паллашрӑмӑр, мультимедийлӑ презентаци пӑхрӑмӑр. Ун хыҫҫӑн Дана  ҫапла каласа пачӗ:  «Эпĕ Владикавказ çывăхĕнчи Заводской поселокра пурăнатăп. Беслан хули пирĕнтен инçех мар, унта аслисемпе темиçе те пулнă. Теракт пулнӑ  вырӑнта  халĕ те ҫурт  ишĕлчĕкӗ тӑрать. Унта пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнисене асӑнма тăванĕсем  килсе çÿреççĕ. Сарăмсăррăн вилнĕ шкул ачисен ячӗпе  «Ачасен йывăçĕ» çĕкленнĕ. Йывӑҫ айне чечексем, теттесем хураҫҫӗ, йывӑҫ ҫинче ярӑмӑн-ярӑмӑн  ачасен  сăн ÿкерчĕкĕсем çакăнса тăраççĕ.  Манăн та аппа пурăннă пулсан кăçал çу уйăхĕнче 22 çул тултаратчĕ. Питĕ шел,  чун хурланать.  Кун пек хăрушлăха, тискерлӗхе никам та ан куртӑрччӗ».  Бесланран инçех мар Владикавказра пурăнакан Дана Данилова, 6-мĕш класс хĕрачи  (вăхăтлăха Чутей шкулĕнче вĕренет) каласа пани  улттăмĕшсемпе çиччĕмĕшсене шухăша ячĕ. Ӑна класс сехетĕнчи калаçушăн тав турăмăр.  «Ҫӗр ҫинче ӗмӗр тӑршшӗпех туслӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑрччӗ» - тесе вӗҫлерӗмӗр хамӑрӑн калаҫӑва.