Черетлĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Акă хаваслă та ĕçлĕ çуллахи каникул хыçа юлчĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ кашни шкул ачишĕн кĕтнĕ кун пулчĕ, уйрăмах пуçласа пĕрремĕш хут шкула килекенсемшĕн чи пăлхануллă самант. Пĕлÿ кунĕн  хаваслă лару-тăрăвĕ  хыççăн кашни класс ертÿçи вĕренекенĕсемпе класс сехечĕ ирттерчĕ.

Çиччĕмĕш класри арçын ачасем те пурнăçра пулса иртекен хăрушлăхсем çинчен, вĕсенчен епле хăтăлмаллине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, инкеке кĕрсе ÿкнĕ çынна перремĕш пулăшу памаллине туса кăтартрĕç.