Ĕçкĕ çынна хисепрен кăларать

      Кашни çыннăн  хăйĕн  кун-çулĕ. Нумай чухне вăл хамăртан килет. Пĕри юратнă ĕçĕпе, ачи-пăчипе, кÿршипе, тăванĕ-хурăнташĕпе савăнса, киленсе пурăнать. Тепри  ĕç тĕлне пĕлмесĕр унта-кунта тăранкаласа, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе. çăмăлттайланса. ашкăнса ирттерет ĕмĕрне.      Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса тăракан çын пуриншĕн те тăрăшать, сывлăхне çирĕплетет, яланах ырă ĕç тăвать. Шел пулин те, вăй питти çынсемех эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса, наркотиклă шĕвекпе туслашса хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ.

Ĕçкĕ-çикĕ сиенĕ çинчен калакан Борис Чиндыков çырнă «Аçу» калава вуланăччĕ пиллĕкмĕшсемпе. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕччĕ.

Лера Куприянова.   Эрех ĕçсен çын усалланать, улшăнать, кирлĕ-кирлĕ мар ĕç те туса хума пултарать. Унăн сывлăхĕ пĕтет, кун-çулĕ кĕскелет. Вăл пурнăç çине те урăхла пăхать: ним çукшăнах чăркăшать, ним айăпсăр ачине, арăмне, тăванне хĕнесе тăкма пултарать. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем ывăл-хĕрĕн шăписем çинчен шухăшласа пуçĕсене ыраттармаççĕ.

     «Аçу» калаври Толике эпĕ питĕ хĕрхентĕм. Унăн пурнăçра нимĕнле савăнăç та çук. Ашшĕ ĕçсе выртать,  амаçури амăшĕ килне те çакланмасть, ÿсĕрле урамрах вырăн тупать. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсем ача çине тиеннĕ, ĕнине сутарма та çын шырамалла. Толик  апатне те тăраниччен çиеймест, выçлă-тутлă пурăнать. Питĕ япăх ăна. Ман шутпа, ашшĕпе амăшĕ эрех ĕçме пăрахсан  тин  ачи-пăчине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме пултараççĕ.

Дима Орлов.  Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вăл кашни кун малалла та малалла пĕчĕк утăмсем тăвать. Кулленхи пурнăçра ырри çеç мар, йывăррисем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем çынна телейлĕ пурăнма чараççĕ.

Халĕ ялсенче  ĕçме пуçларĕç. Эрехпе иртĕхни çынна нихăçан та усă тумасть. Чылай ачан ашшĕпе амăшĕ çак усал йăлапа туслашнă.  Вĕсем, эрех черкки  ăшне путнăскерсем пĕтĕм мула ĕçсе сутса яраççĕ. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕ çакăн пек хăтланни ачасен пурнăçне йывăрлатать. Ачан вара амăшĕн ăшă аллине сĕртĕнес, ашшĕн вĕрентсе каланă ырă сăмахне илтес килет. Анчах та чи çывăх çыннисем çинчен мансах эрех черкки пушатаççĕ. Çакă вара инкек патне илсе пырать, çемьери  ачасем тăлăха юлма пултараççĕ. Эрех ырă тумасть! Ахальтен каламан ваттисем: «Пырна пула пуçна çийĕн».

Лиана Иванова.  Хамăр ялта та эрехпе туслă çынсене курма пулать. Хăш-пĕрисем кашни кун ÿсĕр, ĕçлесе илнĕ укçине арăмне памасăр йăлтах ĕçсе пĕтереççĕ. Ĕçсе-супса ĕç тĕлне пĕлмеççĕ.

Эрех ĕçекен çынран хăраса çеç пурăнатăн. «Аçу» калавра Толик ÿсĕр çывăракан ашшĕ ан вăрантăр тесе чĕрне вĕççĕн утса çÿрет. Вăрансан вара каллех  эрех шырама ярать. Ашшĕпе амăшĕ çак сиенлĕ шĕвеке ĕçмесенех Толик çĕр çинче чи телейлĕ ача пулĕччĕ. Килти çып ĕçни вăл вăрçă пекех туйăнать. Эпĕ хамăн аттепе аннене питĕ юрататăп, вĕсем ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ.

Женя Рожкова.

Пирус çăвара ан хып,

Пулăн эсĕ сывлăхлă.

Эрехпеле ан туслаш,

Пулăн эс хаваслă.

Татах эп калатăп:

«Наркотик ан йышăн.

Енчен эс тутанăн,

Ниепле чарнаймăн».

Асра тыт çакна:

«Эрех вăл-хаяр шĕвек,

Çĕлен, наркăмăш пекех,

Сывлăхлă пулас тесен

Çынна спорт кирлех.

 

Алексей Михайлов. Сиенлĕ йăласем  çинчен час-часах уроксенче, класс сехечĕсенче калаçатпăр. Вĕсене пула çемьесем арканни, çул çинче аварисем пулни, пÿрт çийĕн «хĕрлĕ автан» ташлани, шыва путни, пĕр-пĕрне пусмăрлани  çинчен илтетпĕр. Шел пулин те, çынна  пĕтĕмпех ĕçкĕ шар кăтартать. Эрех-сăра  çын пурнăçне тĕп тăвать.

Кристина Яклашкина.   «Эрех-чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр» теççĕ халăхра.

      «Аçу» калава вуланă чухне Толике питĕ шел пулчĕ. Вăл хăйĕн ашшĕне ют çын каланă пек аçу тесе чĕнет. Ачана кÿршисем хĕрхенеççĕ, ăна-кăна параççĕ. Килте ăшă хăçан та пулин пулĕ-ши? Толикĕн пурнăçĕ лайăхланасса шанас килет. Калав пире сиенлĕ йăласенчен асăрханма вĕрентет.

Руслан Иванов. Ĕçкĕллĕ çынсем хăйсен сăмахне тытмаççĕ. «Аçу» калаври Толикĕн ашшĕ те юлашки черкке ĕçетĕп, ĕçме пăрахатăп тет. Анчах вăл татах ыйтать.

    Пĕррехинче урамра мана ÿсĕр çын чĕнсе  илчĕ те,  килне леçсе яма ыйтрĕ.  Ӑсатса ятăм çакна, тепĕр самантран каллех урампа тайкаланса пырать.  Эрех-сăра этеме,  шурлăха путарать, унпа нихăçан та туслашмалла  мар.

Герман Никитин. Ĕçекен çыннăн ÿпки-пĕверĕ пĕтет, чĕри ыратать, кун-çулĕ кĕскелет. Пирус-табак туртакансен шăлĕсем сарăхса каяççĕ.

Л.Михайлова, Чутей ялě