Пĕтĕм Раççейĕпе çыракан чăваш диктантне Чутей шкулĕнче 14 ача çырчĕ. 5-11 классенчи маттур ачасем чăваш чĕлхи пÿлĕмне пӗр сехет тĕлне капăрах пуçтарăнчĕç. Вĕсем чăваш халăх писателĕн Александр Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕнчен илнĕ сыпăка киленсех çырчĕç.