Чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ ăмăрту-тупăшу, вăйă - викторина иртнипе пĕрле чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уçă уроксем те кăтартрĕç. Филиппова Н.К. «Чăваш çĕршывĕнче» çулçÿрев – урок, Михайлова Л.А. «Сăмах тĕнчинче» пĕтĕмлетÿ урокĕ ирттерчĕç. Ачасен тавракурăмне ÿстернĕ май тавралăхри илеме туйма вĕренесси, туслăха çирĕплетесси çинчен калаçу пулса пычĕ уроксенче. Вĕрентекенпе вĕренекенсем хушшинче ăнланулăх хуçаланни сисĕнчĕ.