Алла сăрă тытар-ха

    Чăваш чĕлхи эрнинче картина ÿкерме пĕлекенсен ăсталăхне  «Алла сăрă тытар-ха» ятпа конкурса кĕртрĕмĕр. Кашни ача ÿкерчĕкне ят парса чăваш чĕлхи пÿлĕмĕнче стенд туса хутăмăр.

     3-7 класс ачисем хушшинче  Анжелика Кабартова (7кл.) - пĕрремĕш,  Константин Шашкин (3 кл.) - иккĕмĕш, Вика Краснова (3кл.)  - виççĕмĕш  вырăнсем йышăнчĕç. 8-11-мĕш класс  вĕренекенĕсенчен пĕрремĕш вырăна  Антон Куракин, (8 кл.), иккĕмĕш вырăна Шашкина Кристина (11 кл.), виççĕмĕш вырăна Ирма Петрова (8 кл.) тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухакансем Улăп сăнарне кăмăлларĕç.. Маттур, ачасем, ăс-тăн лаççине туптанипе пĕрле ÿкерес пултарулăхăра  вĕçрен ÿстерсех пырăр!!