Чăвашлăха упрасшăн тапнă ун чĕри

«Чăвашлăха упрасшăн тапнă ун чĕри» ятпа Иван Яковлевияч Яковлев пурнăçĕпе унăн ăса вĕрентекен хайлавĕсем тăрăх 5-6 класс ачисем хушшинче хаваслă вăйă иртрĕ. «Шевле» тата «Çиçĕм» ушкăнсем ăмăртура маттур пулчĕç. Аслă çулпуçăмăрăн биографийĕ тăрăх ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахĕсем шыраса тупăшрĕç. Ваттине те, вĕттине те ăса вĕрентекен калавĕсем тăрăх пантомимăсем шухăшласа кăтартса пачĕç. Уйрăмах ачасене «Автан» калаври  ку-ка-ре-ку!  килĕшрĕ.