Тавракурăма аталантармалли вăйă

Чăваш чĕлхи эрнинче 8-11 класс ачисен  хушшинче  «Камăн миллионер пулас килет» тавракурăма аталантармалли вăйă пулса иртрĕ. Чи малтан  халăх сăмахлăхĕ çине таянса хатĕрпленĕ ыйтусемпе мала тухакан ачасене суйларăмăр. Малалла икĕ тапхăра пайланă ыйтусем çине хуравласси пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсем Оксана Васильева (8кл.), Ксения Горшкова (9 кл.), Лидия Шоркина (11 кл.) пулчĕç. Вăйă пуриншĕн те интереслĕ те, усăллă та пулчĕ

Чăваш чĕлхин асамлăхне туйтарсан  вĕренекенсене   «Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» сочиненисен конкурсне хутшăнма сĕнтĕмĕр.