Ĕçкĕ çынна хисепрен кăларать

Çын пурнăçĕ ĕмĕртенпех кунпа çĕр пек  икĕ çулпа чупать. Пĕр енĕ -  ырри, тепĕр енĕ – усалли.  Ырăпа усала палăртакан темăсемпе  класс сехечĕсенче, уроксенче  паллашатпăр, калаçатпăр.. Акă пиллĕкмĕш класра Борис Чиндыков çырнă «Аçу» калава вуларăмăр Калаври тĕп сăнарăн Толикĕн пурнăçĕ ачасене пăлхантарчĕ. Вĕсем ăна питĕ хĕрхенчĕç, мĕншĕн тесен унăн ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхеççĕ. Толик выçă-и, тутă-и – ăна пăхма та шутламаççĕ. Ачин  хăйĕн вĕсене пăхма тивет. «Çыннăн пурнăç çÿлĕ çинче темĕн тĕрлĕ йывăрлăх тĕл пулсан та, вĕсене çĕнтерсе малалла тапаланмалла, сывлăхшăн сиенлĕ япаласемпе  туслашмалла мар»,- пĕтĕмлетрĕç хăйсен шухăшне ачасем. Ачасем эрех сиенĕ çинчен калакан темăсемпе çыру ĕçĕсем çырчĕç.