«Чăн-чăн ĕç çынни вăл»,- теççĕ Чутейри Галина Алексеевна пирки. 1936 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл.
Хăйĕн пурнăçĕнче ырми-канми ĕçлекен, нихăçан та пĕр ĕçрен те хăраман, халĕ те ертсе пыракан, чăн-чăн ĕç çынни вăл. Чутейре пурăнакан Галина Алексеевна Зайцева 1936-мĕш çулта, ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялта çичĕ класс пĕтерсен вăтам пĕлÿ илме Тĕмере çÿренĕ. Ачалăхĕ йывăрлăхра иртнĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Амăшĕ 5 ачапа тăрса юлнă. Нушапа çитĕнекен хĕрача ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Çыпăçуллă пулнăран, ĕçе тĕплĕ тунăран ырланă ăна аслисем. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра математикăна килĕштернĕ.
Пурнăç урапи çамрăка Иваново облаçне торф кăларнă çĕре те илсе çитернĕ. Унтан яла таврăнсанах колхозра вăй хунă.
Çирĕм виççĕри пике Сергей Хрисанович Зайцевпа çемье çавăрса Оренбург облаçне тухса кайнă. Çавăн чухне Светлый ятлă хулана тăвакансен йышне лекнĕ вĕсем. Зайцевсен Наташа ятлă пепки çак хулан пĕрремĕш хĕр пĕрчийĕ пулнă. Галина Алексеевна тимĕр- бетон изделийĕсем хатĕрлекен завода сварщике вырнаçнă. Шутласассăн, хĕрарăм ĕçĕ пек те мар. Анчах ăсталăхĕпе юнашар тăрăшакан арçынсенчен пĕрре те кая пулман. Çиччĕмĕш разрядлă ĕçчене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чыслани те çавнах çирĕплетет пулĕ. Ĕçленĕ хушăра ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном дипломне илнĕ.
Вунă çул иртсен пурнăç урапийĕ çамрăк çемьене тăван тăрăха илсе çитернĕ. Г.Зайцева «Кубнинский» хуçалăхра агрономра ĕçлеме тытăннă, унтан мĕн пенсие тухичченех бригадирта вăй хунă. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă. Йышпа пулма хăнăхнăран канури хĕрарăма хуçалăх ĕçне чунĕ туртнă. Икĕ çул бригадăна ертсе пынă. Чĕкĕнтĕр пайĕ те илнĕ, хăмла та çитĕнтернĕ, ферма ĕçĕ те айккинче пулман - фураж авăртнă.
Галина Алексеевнана ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав Ялав орденĕпе наградăланă, маларах ВДНХ участникĕ пулнă. 1982 çулта «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса хисеп тунă. Ялти чи сумлă хĕрарăма темиçе хутчен ял, район депутачĕ пулма суйланă.
Çемьере виçĕ ача çитĕнтернĕ Зайцевсем. Аслă хĕрĕ ялта йăва çăвăрнă. Наталья Сергеевна, 39 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, аслă категориллĕ учитель. Ывăлĕ, Валерий Сергеевич, Пăрачкав районĕнче «Семеновский» хуçалăха ертсе пырать. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина çемйипе Шупашкарта пурăнать, спорт инвентарĕ хатĕрлекен комплексра аслă технолог- менеджерта тăрăшать. Пурте вĕсем амăш чун-чĕре хастарлăхне, ĕçченлĕхне илнĕ. Мĕн пĕчĕкрен чыса-тивĕçе, тирпее вĕрентсе ÿстернĕ амăшĕ ачисене.
Сакăр теçеткене çитрĕ пулин те маттур та вашават вăл. Паян та ял çыннисемпе тачă çыхăнура. Çÿллен ялти сурăх кĕтĕвне йĕркелесе пырать. Тетрадь çине çырса пынинчен паллă: камăн хăçан, миçе кун тухмаллине малалла асăрхаттарать. Ăшăлăхĕ пурне те çитет. Сĕнÿ-канаш кирлĕ-и, хуйхă-суйха пусармалла - Галина Алексеевна яланах хатĕр пулăшма. Хисеплĕ юбиляра ырлăх сунса ăшшăн саламлатпăр. Сывлăхăр юман пек çирĕп, кун-çулăр тикĕс те вăрăм пултăр. Яланах телейпе, савăнăçпа пĕрле çÿрĕр.
Л.Михайлова, Чутей ялĕ.