Пултаруллă ĕçтеш

Иван Михайлович Васильев Чутей шкулĕнче 2007 çултанпа вăй хурать. Вăл ăста педагог, коллектив хисеплекен маттур ĕçтеш. Обществознани, истори  предмечĕсене вĕрентет.

       Вăл ертсе пыракан «Патриот» кружок Чутей шкулĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çав вăхăтранпа  унăн вĕренекенĕсем район шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртупа олимпиадăсенче 30 хутчен  çĕнтерÿçĕ пулнă. Район шайĕнчи  уçă урокĕсене те пысăк хак параççĕ. 2016 çулта  «учитель-мастер» ята тивĕçнĕ, «Çулталăкри учитель » конкурсра иккĕмĕш вырăна  тухнă.  Иртнĕ çул район олимпиадинче обществознани, истори  предмечĕсемпе виçĕ призер пулнă.

      Пултаруллă ĕçтеш хатĕрленĕ ушкăн вăрçă паттăрне Николай Афанасьева халалласа ирттерекен  ячĕпе иртекен виç енлĕ кĕрешÿре  те кашни çулах малтисен ретĕнче (2014, 2015, 2016 – 3-мĕш вырăн). Çул-йĕрĕн  çамрăк инспекторĕсен  тата  «Орленок» вăйăсенче ăсталăхпа палăраççĕ  Чутей шкулĕнчи ачасем. Кунта та вĕсен вĕрентекенĕн тÿпи пысăк.

      И.Васильев  спортпа та туслă. «Наци кросĕ»-2015», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - 2016»  ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă.  Ĕçри çитĕнÿсемшĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Иван Михайловича  район администрацийĕн  Хисеп грамотине наградăланă.

 Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк чыса тивĕçлĕ педагогран   çул çитнĕ каччăсем тĕслĕх илеççĕ. Вăл вĕсене яланах пулăшма хатĕр.

Ăнăçусем, çитĕнÿсем пулсах пыччăр, вĕренекенĕрсем малашне те маттур пулччăр сирĕн.

      Л. Михайлова, Чутей ялĕ