Çамрăк суйлавçăсен кунĕнче

Чутей шкулӗнче оборонӑпа массӑллӑ ӗҫсен уйӑхлӑхӗнче  «Эпӗ – пулас суйлавҫӑ» вӑйӑ-викторина иртрӗ. Унӑн сценарине обществознани предметне вĕрентекен Иван Михайлович  Васильев ҫырса хатӗрленӗ. 8, 9, 11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç унта.

Суйлав ирттермелли пӳлӗме плакатсемпе, стендсемпе илемлетнĕ. Малтанах Женя Рожковапа Лера Куприянова «Новое поколение» юрăллă - ташăллăномерпе савăнтарчĕç. Женя Шернепе Ангелина Шамбулина аван ертсе пычӗҫ уява.

     Раççей гимнĕ янăранă хыççăн И. М. Васильев уява çамрăк суйлавçăсене, жюри членĕсене, килнĕ хăнасене саламларĕ. Чутей ял тӑрӑхӗн пуçлăхĕ Г.П.Куклов, ял вулавăшĕнчи Е.И.Васильева библиотекарь суйлава мӗншӗн ирттернине, кашни сасă Тăван çĕршывшăн пӗлтерӗшлине ăнлантарчĕç, ӑнӑҫӳ сунчĕç ҫамрӑксене.

Вăййăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 11-мĕш класс  хĕрĕсемпе яшĕсем «Удача» тата «Золотой компас» ушкӑнсене пайланса тест тĕрĕслевĕнче, брейн-рингра хӑйсен пӗлӗвне кӑтартрӗҫ. Суйлавпа ҫыхӑннӑ терминсене ӑнлантарчӗҫ. «Суйлав лингвистки»  конкурс тавҫаруллисене палӑртрӗ. Уйрӑм парти членӗсен хӑйсен программипе паллаштарма тиврӗ. Иван Васильев суйлава пуҫласа хутшӑнакансемпе блиц-турнир ирттерчӗ.

Иккӗмӗш тапхӑрта суйлав итогӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. Пропорциллӗ суйлав системипе  /партисем тӑратнӑ списоксенчи кандидатсене вӗсем пухнӑ сасӑсемпе килӗшӳллӗн суйлани/  «Золотой компас» ушкӑн мала тухрӗ, мажоритарлӑ суйлавра Евгений Петров /«Удача»/, Лидия Шоркина /  «Компас»/ ытларах сасӑ пухса ҫӗнтерчӗҫ.. Вӗренекенсем хӑйсене чӑн-чӑн суйлаври пекех тытрӗҫ.

    Юлашкинчен шкул директорӗ А.В.Гурина сӑмах илчӗ:  «Тӗлӗнмелле уяв иртрӗ шкулта. Ҫакӑн пек массӑллӑн хутшӑнмалли меропртятисем ҫамрӑксемшӗн питӗ усӑллӑ, туслӑха ҫирӗплетме, ӑнланулӑха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ вӗсем»,- терӗ вӑл.

Л.Михайлова, Чутей ялӗ