Сисĕнмесĕрех шăвать вăхăт, çуркуннен пĕр уйăхĕ иртсе те пырать. Шăп кайăк-кĕшĕкпе туслашмалли тапхăр: вĕсем валли çĕнĕ вӗллесем хатĕрлемелле, чуна савăнтаракан çепĕç юррисене итлемелле. Çавăнпа пĕрлех çут çанталăк паракан илеме куçпа сăнама, хаклама, унăн пурлăхне упрама пĕлмелле. Шăпах çав тĕллевпе иртнӗ эрнере Чутей шкулӗнчи 5- 6-мĕш классенче вĕренекен /12 ача/ Тăвайри краеведени музейне çул тытрĕç . Вĕсене /тата шăпах Мучар шкулĕнчи ачасем килсе çитнĕччĕ/ С.Сергеева музей директорĕ ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл хаваспах пÿлĕмсенчи экспонатсемпе паллаштарчĕ. Ачасене кайӑксен куравӗ /60 тĕрлĕ кайăк/ çуллахи вăрмана, уй-хире илсе ҫитерчĕ.
«Пирӗн тӑрӑхри кайӑксем» курав апрелӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлет.
Л. Михайлова, Чутей ялĕ