Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чутейри шкулта 5 - 6-мĕш классенче вĕренекенсем Тăвайĕнчи краеведени музейне çул тытрĕç . Вĕсене музей директорĕ ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл хаваспах кашни пÿлĕмри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Ачасене 60 тĕрлĕ кайăк вырнаçтарнă пÿлĕм çуллахи вăрмана, уй-хире аса илтерчĕ. Вĕсем курав пÿртĕнчен тулли кăмăлпа тухрĕç.