Тăххăрмĕшсемпе - туслă тĕлпулура

        Нарăс уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Чутей шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенсем Тĕмер шкулĕнчи тантăшĕсене кĕтсе илчĕç. Ятарлă программăпа паллашнă хыççăн класс ертÿçисем сăмах каларĕç. Туслă çаврана тăрса ачасем  паллашрĕç,  уявсен ячĕпе пĕр-пĕрне саламларĕç, пĕчĕк парнесемпе ылмашрĕç. Тĕмер ачисем аллинчи фотоальбомсем çинче хăйсем  паллакан сăнсене тупрĕç, вĕсемпе  интересленчĕç.

        Ун хыççăн хаклă хăнасене шкулпа паллаштартăмăр: вĕренмелли пÿлĕмсене, библиотекăна, мастерскойне, спортзала, столовăйне çитсе куртăмăр. Малалла  та интереслӗ  тăсăлчĕ тĕлпулу. Шкулти тата ун тулашĕнчи пурнăçа çутатса  паракан презентаципе килĕшÿллĕн тĕрлĕ шÿт, вăйă, ăмăрту иртрĕ. Чи маттуррисем Алексеев Сергей, Кошкин Никита, Романова Арина, Большов Данил, Краснов Станислав, Скворцова Варвара, Колотушкина Наталья  пулчĕç. Сĕтел хушшине ларса чей ĕçнĕ хыççăн  хăнасемпе ырлăх-сывлăх сунса  сыв пуллашрăмăр.