Мал ĕмĕтлĕ çамрăксем

        Пултаруллă хĕр вĕренет Чутей шкулĕнче тăххăрмĕш класра. Пур предметпа та  «пиллĕксемпе» ĕлкĕрсе пырать. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, уйрăмах волейбол, баскетбол вăййисене кăмăллать. Мал ĕмĕтлĕскер, халех  ÿссе çитĕнсен тухтăр профессине алла илесшĕн шухăша тĕвĕлесе хунă. Ксения Горшкова çинчен пырать сăмах. Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ республикăри олимпиадăра 31 балл пухса иккĕмĕш вырăна тухмв пултарчĕ вăл. Шкулĕпех савăнчĕç пысăк çитĕнÿшĕн. 

      Антон Куракин та – вĕренÿ отличникĕ. Малалла ăнтăлакан, пĕлĕвне ÿстерме тăрăшакан, сăпайлă та таса чунлă ача. Саккăрмĕш классен унтан тĕслĕх илмелли пурах. А.Куракин Тăван ен культурипе  олимпиадăна хутшăнчĕ. Тупăшакан 61 ача хушшинче улттăмĕш пулчĕ.     

                          Л. Михайлова, Чутей ялĕ.