Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ шутланать. Ĕç пĕлтерĕшĕ çинчен, паллах, ашшĕ-амăшĕ, вĕренÿ учрежденийĕсем кашни ачана мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстереççĕ. Ялта пурăнакан чăваш ачи вара ĕç тути-масине пĕлсе çитĕнет.
Чутейри вăтам шкул тата ял библиотеки тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вулавăша шкул ачисемсĕр пуçне ытларах ватă çынсем çÿреççĕ.
«Уйрăмах Лидия Николаевна Баринова, Лидия Николаевна Санина, Юлия Ивановна Титова пенсионерсем вуламан кĕнеке те хăвармарĕç пулĕ, ытларах чăвашла çырнисене кăмăллаççĕ. Хăш-пĕр кĕнекепе ик-виç хут та паллашнă. Çĕннисем килсен вĕсене «шĕкĕлчеме» пуçлаççĕ.. Çавăн пекех «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенчи хайлавсене те килĕштереççĕ. «Ял ĕçченĕ», «Хыпар», «Сывлăх» хаçатсене куç пек кĕтеççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Кил-çурт» килменшĕн пăшăрханаççĕ,»-пĕлтерет 1976 çултанпа библиотекарьте тăрăшакан Елена Ивановна Васильева. Кирек хăçн та пыракан çынна тарават вăл. Шкул ачисене те, аслисене те час-часах тĕлпулăва йыхравлать.
Акă иртнĕ кунсенче пиллĕкмĕшсемпе тăван литература урокне унта ирттертĕмĕр. Ĕç çынни çулталăкне халалланă кĕтеспе паллаштарчĕ Елена Ивановна. Стеллажра ваттисен ăслă шухăшĕсем шăрçаланнă. Тĕрлĕ профессипе çыхăннă кĕнекесемпе. брошюрăсемпе пуянлатнă кĕтесе. Тĕлпулури ачасем хăйсем вуланă хайлавсем тăрăх çуралнă шухăшĕсене сÿтсе яврĕç. Ĕçпе çеç пурнăçа илемлĕ тума пултарни çинчен калаçрĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.
Л Михайлова, Чутей ялĕ.