Çак ятпа Чутей шкулĕнчи 5-мĕш классемпе калаçу, унтан çыру ĕçĕ ирттерчĕ Людмила Алексеевна Михайлова вĕрентекен.
2019 çулта Шупашкар 550 çул тултарнине паллă тăвать. Хула çинчен вырăс летопиçĕнче пĕрремĕш хут 1469 çулта асăннă тесе палăртнă тахçан ăсчахсем.Мĕн пĕлеççĕ-ха вĕренекенсем Чăваш Енĕн тĕп хули çинчен? Маларах ачасем Шупашкар историйĕ, республикăри паллă çынсем, илемлĕ вырăнсем çинчен çырнă кĕнекесемпе, брошюрăсемпе, хаçат-журналсенчи статьясемпе паллашрĕç. Пурте вĕсем хулара пулса курнине пĕлтерчĕç. Кĕркуннехи каникулта Чăваш академи драма театрĕнче К.В.Иванов поэт, И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕрти шкулĕ çинчен «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль курни те асрах-ха. Хулари ытти театрсем ăçта вырнаçнипе те интересленнĕччĕ экскурси вăхăтĕнче.
«Авалхи Шупашкара эпĕ ÿкерчĕксенче çеç курнă. Пĕчĕк ял пек кăна курăнать вăл маншăн. Ефрем купцан çурчĕ çеç мăнаçлăн ларнă.Чиркÿсем нумай пулнă.1920 çулта Чăваш автономи облаçĕ пулса тăнă. Культура, наука аталанса пынă. Каярах автономи республики туса хунă. Хам чăваш çĕрĕнче пурăннăшăн савăнатăп.Чăваш Ен чечекленсе пытăр»,- тесе çырать, ак, Валерия Куприянова.
Дима Орлов чăвашран тухнă паллă çынсемпе паллаштарать.Тăвай енре çуралса ÿснĕ Вера Кузьмина, Сергей Иванов артистсен, Валентина Элпи çыравçăн, Николай Казаков композиторăн, Никита Сверчковпа Моисей Спиридонов художниксен ячĕсем мăнаçлăн янăранине палăртать.
Лиана Иванова хулан тĕп урамĕпе утса кăмăлĕ çĕкленнине пĕлтернĕ. Кристина Яклашкинан аппăшĕ.Шупашкарта пурăнать.Музейсенче пулса курнă аппăшĕпе вăл. Руслан Иванов хăй пĕчĕккĕ чухне Шупашкарта пулнине, Атăл юханшывĕ тăрăх ярăннине халĕ те асра тытать. Çакăн пек сăвă йĕркипе вĕçленĕ ĕçне:
«Атăл тăрăх хăпаратпăр,
Ак умра инçех те мар,
Курăнса каять хуламăр,
Пирĕн капăр Шупашкар».
Евгения Рожкова, Данил Самарин, Алексей Михайлов, Герман Никитин Республика кунĕнче хулара пулни, салютсем янине курни тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантсем çинчен асăннă хăйсен ĕçĕсенче.
Л. Михайлова, Чутей ялĕ