Хĕл вăхăчĕн иккĕмĕш уйăхĕ пырать. Сăмсана, пит-куçа чĕпĕтсе илекен сивĕсем кăçал пулсах каймарĕç-ха. Çак кунсенче вара тавралăхри йывăçсем асамлăн курăнса лараççĕ. Вĕсен илемĕ çине ытарайми пăхса тăратăн. Хамăртан инçех мар вырнаçнă хырлăх, шкул умĕнчи хурăнсен речĕ шап-шурă та çемçе пĕркенчĕк витĕннĕ, куçа илĕртсе ларать.Хĕлĕн асамлă саманчĕсем çынсен чун-чĕрине савăнăçпа тултараççĕ. Кăрлач сиввине, тепĕр чух çил-тăман айĕн-çийĕн çавăрттарнине пăхмасăрах ача-пăча урамра вылять, ярăнать; киле хĕп-хĕрлĕ питлĕ, тулли кăмăлпа таврăнать, Эх, илеилĕ-çке хĕлле!