Ашшě-амăшěн пухăвěнче

Иртнě эрнере Чутей шкулěнчи 9-мěш классен амăшěсем  пухăва пуçтарăнчěç. 10 амăшěнчен улттăшě  11 сехет тěлне çитрěç: вěсенчен иккěшě - чутейсем, тăваттăшě – амалăхсем. Шел пулин те ишпуçсем килеймерěç. «Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн. Атте-анне ятне ярас мар.  Пěлÿрен хаклă пурлăх çук. Ăс тенине мěн виличчен пухаççě.  Аван вěренекен ачана пурăнма та аван», - текен ваттисен сăмахěсемпе пуçласа çивěч ыйтусем тăратрăмăр. Пěрремěш чěрěк итогěсем, киревсěр йăласенчен сыхланасси, пулас экзаменсем пирки калаçрăмăр. Уçă пухура вырăс чěлхи  тата математика предмечěсене  вěрентекенсем экзамен тытмалли йěркесем çинчен тěплěн ăнлантарса пачěç.

Сывлăхлă ăру çитěнтересси  чи çивěч ыйтусенчен пěри.  Сывлăхлă пуласси, ăна упрасси, çирěплетесси йăлтах çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен те нумай килет. Кун йĕркине çирĕп тытса пыни, апата виçеллĕ тата вăхăтра çини, спортпа туслă пулни, уçă сывлăшра  çÿрени, сиенлě япаласенчен сыхланни– çаксем пурте сывлăха упрама, ÿт-пěве çирěплетме пулăшнине ăнланатпăр.

Темиçешер сехет телевизор, компьютер умěнче ларни, сахал хускални ачан сывлăхне сиен курет. Нумайăшě çамрăклах пирус туртса, эрех ěçсе, наркотикпа çыхланса сывлăхне пěтерет. Çавăнпа та шкулăн тěп тěллевěсем ачасен сывлăхне çирěплетесси, упрама вěрентесси пулса тăмалла. Ашшě-амăшěн те яваплăхě пысăк, шкулпа тачă çыхăнура пулмалла.

Çавăн пекех сăпайлăх туйăмне,  ěçчен, типтерлě те яваплă пуласси, чун тасалăхне упрасси, ыр кăмăллăха, тараватлăха ÿстерсе пырасси пирки сăмахларăмăр.

Л Михайлова, Чутей шкулě